Паянтан Шупашкарта ӑшӑ панӑ. Ӑшӑтмалли тапхӑр паянтан пуҫланасси пирки тӗп хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков йышӑну кӑларнӑ.
Кашни хваттере ӑшӑ ҫитиччен ыйтусем яланхиллех сиксе тухӗҫ-тӗр-ха. Сывлӑша лайӑх кӑларса яманни тата ытти ҫавӑн йышши ыйтупа кашни ҫулах асапланнисем пулкалаҫҫӗ.
Ӑшӑ чи малтан пульницӑсене, ача-пӑча, шкул ҫул ҫитменнисен тата вӗренӳ учрежденийӗсене ҫитӗ. Кайран ӑна ҫурт-йӗрпе общество организацийӗсенче парӗҫ.
Шупашкарӑн ытларах пайне ӑшӑпа «Коммуналлӑ технологи» тулли мар яваплӑ общество тата «ТГК-5», «Марий Эл и Чувашия» текен интереслӗ ятлӑ обществӑн филиалӗ тивӗҫтерсе тӑрӗҫ.
Авӑнӑн 25-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртам ялне Тутарстанри Элмет районӗнчи хӑнасем ҫитнӗ. Делегаци Чӑваш Ене опытпа паллашас тӗллевпе килнӗ.
Ханасем Шӑнкӑртамри 1-мӗш тата 2-мӗш шкулсене «Гулистан» медресе, «Сандугач» ача пахчине, тӗп мечӗте, «Урталык» мечӗте, ялти культура ҫуртне ҫитсе курнӑ.
Тӗлпулӑва Патӑрьел район администрацийӗн ҫумӗ В.Краснов, строительство пайӗн тӗп инженерӗ М.Валитов та килнӗ. Паллах, Шӑнкӑртам ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Марат Айзатуллин та пулнӑ. Делегаци шӑнкӑртамсен опычӗпе паллашнӑ, тӗлпулупа кӑмӑллӑ юлнӑ.
Шупашкарти 112-мӗш ача пахчинче «зебрӑсем», автомобильсем, светофорсем тупӑннӑ. Вӗсем — чӑн-чӑннисем мар. Анчах ачасем унпа усӑ курса ҫул-йӗр правилисене вӗренеҫҫӗ.
Кунашкалли Шупашкарта хальлӗхе пӗрре ҫеҫ. Статистика палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫалхи 8 уйӑхра ҫул ҫинче ачасемпе 66 пӑтӑрмах пулнӑ. 16 тӗслӗхре ачасем суранланнӑ. Ытларах — 7 ҫула ҫитменнисем.
Ача пахчинчи пӗчӗк светофор чӑн-чӑнни пекех ӗҫлет. Кунтисем ҫул-йӗр правилисене лайӑх пӗлеҫҫӗ. Ачасем инспектор вырӑнӗнче те пулса кураҫҫӗ. Ача сачӗ пӗлтӗр грант ҫӗнсе илнӗ, ҫав укҫапа ҫак проекта хута янӑ. Кун валли ЧР Вӗренӳ министерстви те, ашшӗ-амӑшӗ те укҫан пулӑшнӑ. Автохулана тумашкӑн ҪҪХПИ ӗҫченӗсем те хутшӑннӑ.
Малашне кунашкал автохулана ытти ача пахчинче те тума палӑртнӑ. Анчах ку хӑҫан пурнӑҫа кӗресси паллӑ мар-ха.
Тӗнчере, Раҫҫейре, регионсенче «Илем мисӗ» конкурса ирттереҫҫӗ. Куславккари «Пчелка» (чӑв. «Пыл хурчӗ») ача пахчинче те ҫакнашкал конкус йӗркеленӗ. Воспитательсем тата пӗчӗкскерсем ҫапла майпа Илем кунӗ паллӑ тунӑ.
Конкурса 5 ача хутшӑннӑ. Куракансем вырӑнӗнче ашшӗ-амӑшӗ, ачасем, вӗрентекенсем пулнӑ.
Хӗрачасем хӑйсем пирки, ҫемье, киленӗҫӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ. «Эпӗ ӳссе ҫитӗнсен» тема тавра калаҫнӑ. Ачасем пурте илемлӗ пулнӑ, ҫавӑнпа жюрие ҫӗнтерӳҫе палӑртма йывӑр пулнӑ. «Граци мисӗ» ята Екатерина Калинина ҫӗнсе илнӗ. Елизавета Ефимова — «Ҫепӗҫ сасӑ мисӗ». Анна Цирулна «Мисс фантази» номинацире ҫӗнтернӗ. Тӗп парнене — «Ача пахчин мисӗ» — ята Гульназ Искандарова тивӗҫнӗ.
Ҫак кунсенче Шупашкарти Мускав районӗнче вырнаҫнӑ «Созвездие» (чӑв. ҫӑлтӑр ушкӑнӗ) ача пахчинче «Чӑваш пӳрчӗ» пӗчӗк музей уҫӑлнӑ. Унта ачасем тӑван халӑхӑмӑрӑн авалхи йӑли-йӗркипе тата пурнӑҫӗпе паллашма пултараҫҫӗ.
Музей тӗллевӗ — ачасенче ӑс-хакӑлпа этеплӗх туйӑмӗсене аталантарасси, тӑван халӑхӑмӑр ламран лама пухнӑ пуянлӑха вӗсем патне ҫитересси теҫҫӗ. Халӑхӑн сӑмахлӑхӗпе — ваттисен сӑмахӗсемпе, тупмалли юмахӗсемпе, юмах-халапӗпе тата ыттипе — паллаштарассине те музей йӗркелекенсем пӗчӗкрен пуҫламалла тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Сӑнсем (2)
Паян ачасем чечек ҫыххи йӑтса шкула утрӗҫ. Республикӑра чӑваш ачисем кӑна мар, Украинӑран килнисем те Пӗлӳ кунне уявлӗҫ. «ПроГород» корреспонденчӗ вӗсемпе тӗл пулнӑ.
Анастасия Макаренкопа Александра Шарова паянтан пуҫласа Луганскра мар, Чӑваш Ен хулинче вӗренме тытӑнӗҫ. 8 ҫулти Анастасия вӗреннӗ шкула персе аркатнӑ. Хӗрача авӑнӑн 1-мӗшӗнче парта хушшине ларнӑшӑн хӗпӗртет. Шкула каймалли япаласене хатӗрлеме Хӗрлӗ Хӗрес пулӑшнӑ. Хӗрача пултаруллӑ. Луганскри журналистсем ун пирки хаҫата та ҫырнӑ. Настьӑн хӑйӗн пӗчӗк куравӗ те пулнӑ.
Хӗрлӗ Хӗресӗн Шупашкарти уйрӑмӗн элчи Татьяна Толстова каланӑ тӑрӑх, вӗсем патне япала илсе килекен нумай. Пӗр организаци форма та парнеленӗ. Ручкӑсем, тетрадьсем, кӑранташсем… ҫитмеҫҫӗ-мӗн.
Шупашкарти шкулсене Украинӑран килнӗ 52 ача кайнӑ. 20 шӑпӑрлан ача пахчине ҫӳреҫҫӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарти 9-мӗш шкул директорӗ Наталья Батюнина каланӑ тӑрӑх, ҫав ачасем ятарлӑ программӑпа вӗренӗҫ. Вӗсем пур предмета та вӗренӗҫ. Ҫав шутра — чӑваш чӗлхине те.
Алена Макаренко пӗлтернӗ тӑрӑх, Настя — тӑрӑшуллӑ ача. Чӑваш чӗлхине вӗренме йывӑр пулмӗ, мӗншӗн тесен ӑна чӑвашла пӗлекен кукамӑшӗ пулӑшма шантарать.
Инкекӗ ӗнер Красноармейски районӗнчи Мӑн Шетмӗ ялӗнчи ача пахчинче пулнӑ. Ачасене уҫӑлтарма кӑларма хатӗрленнӗ чух ачасен ҫипуҫне ҫакмалли шкап йӑтӑнса аннӑ. Вӑл икӗ ҫулхи хӗрачана лекнӗ. Инкек сӑлтавӗ шкапа япӑх тыттарнипе ҫыхӑннӑ теҫҫӗ. Пуҫне амантнӑ хӗрачана пульницӑна илсе кайнӑ.
Инкек тӗлӗшпе Следстви комитечӗн Чӑваш Енти управленийӗн Ҫӗрпӳри районсем хушшинчи пайӗ тӗпчеме тытӑннӑ. Вӗсем ача пахчинче ӗҫлекенсемпе тӗл пулнӑ, ыйтса пӗлнӗ, хӑш-пӗр хутсене пуҫтарса илнӗ. Тӗпчев малалла пырать.
Вӑрмар поселокӗнче 145 вырӑнлӑх ача пахчи тӑвасси малалла пырать. Объектра ӗҫсем епле пынипе паллашма паян вырӑна район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Константин Никитин тата унӑн пӗрремӗш ҫумӗ — строительство, ҫул-йӗр тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх пайӗн пуҫлӑхӗ Александр Тихонов ҫитнӗ.
Халӗ объектра шалти ӗҫсем пыраҫҫӗ, сантехника ӗҫӗсемпе аппаланаҫҫӗ, территорие хӑтлӑх кӳреҫҫӗ. Стройкӑра 40 ҫын тӑрӑшать иккен. Ӗҫе 60 миллион тенке яхӑнлӑх пурнӑҫланӑ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ ӗҫ хӑвӑртлӑхӗпе тата пахалӑхӗпе кӑмӑллине палӑртнӑ-мӗн.
Кӗҫех, ҫурлан 17-мӗшӗнче, Шупашкар 545-мӗш ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑвӗ. Республика ӑна уявлама хатӗрленет. Ача пахчисем те айккинче юласшӑн мар. Ачасемпе вӗсен ашшӗ-амӑшӗ хула валли парне хатӗрлесшӗн. Ҫак ыйтупа вӗсем Шупашкар хула администрацине ҫитнӗ.
Хулашӑн питӗ пысӑк парне пулӗ вӑл. Ачасемпе аслисем Президент бульварӗнчи — «Макдональдсран» пуҫласа «Пицца Ник таран» — клумбӑсене чечексемпе илемлетӗҫ.
Ку шухӑш «Art-ландшафт» проектпа килӗшӳллӗн ҫуралнӑ. Ҫулла ача пахчисем конкурса хутшӑннӑ, педагогсем, ачасем, ашшӗ-амӑшӗ тӑрӑшнипе кашни лаптӑк ландшафт ӳнерне ҫаврӑннӑ. Композици темине пурте те ачаранпах пӗлекен «Йӑвача» юмаха суйланӑ.
Ҫӳлерех асӑннӑ урамри лапамсене илемлетме пуҫланӑ ӗнтӗ. Ача пахчисен ӗҫченӗсем, ашшӗ-амӑшӗ ирех ҫанӑ тавӑрса ӗҫлеҫҫӗ. «Макдональдс» умӗнчи лапам кӗҫех илемлӗ лапама ҫаврӑнӗ. Унта тӗрлӗ-тӗслӗ клумбӑсем, хӑйне евӗр ҫулсем, саксем, пӗчӗк пӗве тата ыттисем пулӗҫ.
Хула кунӗнче вара пӗчӗккисем валли тӗрлӗ вӑйӑ, ӑсталӑх класӗсем йӗркелӗҫ. Ачасене юмахри паллӑ сӑнарсем кӗтсе илӗҫ. «Юратнӑ хула, уяв ячӗпе!» интерактивлӑ открытка патӗнче ҫемьепе сӑн ӳкерӗнме май пулӗ.
Тӑвай районӗнче ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ умӗн шкул ҫулне ҫитмен учрежденисене юсама тытӑннӑ. Ача-пӑча пахчисене сӑрласа капӑрлатма тата вак-тӗвек юсав ӗҫӗсене асӑннӑ учрежденисем хӑйсен вӑйӗпех юсаҫҫӗ. Ку ӗҫе ашшӗ-амӑшне те явӑҫтараҫҫӗ. Вӗсем спорт лаптӑкӗсене, урамри верандӑсене йӗркене кӗртеҫҫӗ, ушкӑнсенчи вӑйӑ шкапӗсене юсаҫҫӗ. Воспитательсемпе нянькӑсем те ачасене хӑтлӑ пултӑр тесе ҫине тӑраҫҫӗ тесе ӗнентереҫҫӗ вырӑнтисем.
Тӑвайӗнчи 3-мӗш ача-пӑча пахчинче шӑна кӑмписемпе ӑвӑс кӑмписем ӳссе ларнӑ. Кунсӑр пуҫне сысна ҫурисем илем кӳреҫҫӗ. Унтах арҫын ачапа хӗрача кӳлепи валли те вырӑн тупӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Воронцова Галина Михайловна, медицина ӑслӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |